Чӑваш Енри виҫӗ хула Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулана хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Пӗтӗмпе 276,8 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Ҫӗнӗ Шупашкарта Тӗкӗрҫ ращине хӑтлӑлатӗҫ. Ҫӗмӗрлере пионер организацийӗ пуҫланса кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ парка илемлетӗҫ. Улатӑрта вара грант укҫипе хулан истори пӗлтерӗшлӗ пайне хӑтлӑх кӳрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар - 106 миллион тенкӗ, Улатӑр - 80,8 миллион тенкӗ, Ҫӗмӗрле 90 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн «Фестивальсен фестивалӗ - 2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗ, Вӑрнар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ — иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.
Виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне Элӗк районӗнчи Тӗп клуб тытӑмне, Канаш муниципалитет округӗн Тӗп клуб тытӑмне тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне парас тенӗ.
Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ.
Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур.
ЧР Транспорт министерстви автономлӑ майпа ҫӳрекен 153 троллейбус туянма палӑртнине пӗлтернӗ. Вӗсене икӗ ҫулта туянасшӑн.
153 троллейбусран 40-шне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн транспорта ҫӗнетме илӗҫ. Ҫӗнӗ троллейбуссем «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа ҫӗнӗ маршрутсем уҫма та кирлӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Чӑваш Ене 68 троллейбус килнӗ, вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туяннӑ. Тепӗр 40 транспорт туянмаллине РФ Транспорт министерстви ырланӑ. Вӗсене 2024 ҫулта туянӗҫ.
Аса илтерер: тӳре-шара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбуссем ҫеҫ ҫӳрессине каланӑ. Пӗрремӗшне ҫитес ҫул яма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Январева ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Ивановна - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче госпитальте ӗҫленӗ, унтан - шкулта. Вӑл 10 класс пӗтернӗ, унтан - Канашри педучилищӗне.
Хӑй вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Мускавра прожектористкӑра ӗҫленӗ. 1942-1945 ҫулсенче Вышный Волочек хулинче госпитальте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ.
Анна Ивановнӑн 2 хӗр, 5 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук.
Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне 2,5 миллион тенкӗсӗр хӑварнӑ. Вӗсем ӑна патшалӑхран компенсаци паратпӑр тесе улталанӑ.
Ултавҫӑсене вӑл кӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшаять – ҫапла суйнӑ 38 ҫулти хӗрарӑма. Вӗсем хӑйсемпе Тӗп банк тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма укҫи-тенкине сыхласа хӑварма сӗннӗ – нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе займ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
«Россия-Культура» телеканалпа кӑтартакан «Передача знаний» вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем хутшӑнӗҫ. Телекӑларӑм эфира раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 5 минутра тухӗ.
Чӑваш педагогӗсем Пушкӑртстанри ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ.
Пултаруллӑ учительсен «Лампа» клубӗн хастарӗсем унччен «Ҫулталӑкри учитель» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӗсем ҫаксем: Василиса Егорова, 12-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ (вӑл команда капитанӗ); Наталья Семушина, 12-мӗш шкул директорӗн заместителӗ; Татьяна Якунина, 12-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ; Александр Карпов, 6-мӗш гимназири историпе общество пӗлӗвӗн учителӗ; Ирина Корбанова, 18-мӗш лицей директорӗн заместителӗ, географи тата экономика учителӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5-11 классенче вӗренекен 679 ача хутшӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, интернет-олимпиадӑна ҫулсерен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Муркаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен шкул ачисем хастар хутшӑнаҫҫӗ», — хыпарланӑ институтра.
Интернет-олимпиадӑн тӗллевӗ — ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси, шкул ачисене чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси.
Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ.
Съезда Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Александр Степанов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мш вӑтам шкулти Оксана Ильина, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен 2-мӗш шкулти Ираида Матьянова тата Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулти Алёна Ядрицова тухса кайнӑ.
Мероприятире педагогсем «Тӑван чӗлхе тата тӑван литература», «Тӑван чӗлхе тата тӑван чӗлхепе литература вулавӗ» предметсене вӗрентессине, ҫак ӗҫ пахалӑхне ӳстерессине сӳтсе явӗҫ.
Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |